Казахстан
| Qazaqstan Respublikasy Қазақстан Республикасы Казахстан Республики | |||||
| |||||
| Патшалăх чĕлхисем | казах чĕлхи, вырăс чĕлхи | ||||
|---|---|---|---|---|---|
| Тĕп хула | Астана | ||||
| Чи пысăк хула | Алматы | ||||
| Президент | Қасым-Жомарт Токаев | ||||
| Премьер-министр | Алихан Смаилов | ||||
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
9 вырăнта 2 724 900 км2 | ||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе([[]]) - Йышлăхĕ |
60 вырăнта 15 658 308 5,76/км² | ||||
| Валюта ячĕ | Казахстан тенки ₸ (KZT, код 82) | ||||
| Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +4 пуçласа +6 таран | ||||
| Патшалăх гимнĕ | Менің Қазақстаным / Menıñ Qazaqstanym» — «Манăн Казахстанăм | ||||
| Тетел доменĕ | .kz | ||||
| Тел. префиксĕ | 7 | ||||
Казахстан (каз. Qazaqstan, Қазақстан; qɑzɑqstɑ́n) е Казахстан Республики, кӗске КР (каз. Qazaqstan Respublikasy, Қазақстан Республикасы) — Азире вырнаҫнӑ патшалӑх. Раҫҫейпе, Китайпа, Кăркăсстанпа, Туркменистанпа, Ӳспекстанпа чикӗленет. Тӗп хули — Астана. Халӗ КР-ин президенчӗ — Касым-Жомарт Токаев.
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр пичĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Касакстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çeç сăртсемпе тусем курăнaççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Казахстанăн çypçĕр пайĕ Анăçpи Çĕпĕр тӳремне йышăнать.
Çанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пyçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пyçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.
Шыв-шур
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем
Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕрeççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çypçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕрeççĕ).
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çyлхи çырав тăрăх Казахстанра 14 953 пин çын, 131 тĕрлĕ халăх пурăннă. Казахсем халăх йышĕнче 53,4% шутланaççĕ, вырăссем — 1/3 пайĕ таран. Çавăн пекех нумайăн украинсем, нимĕçсем, тутарсем, корейсем пурăнaççĕ.
Казахстан облaçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| [уҫма] Азири патшалăхсем |
|---|